Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Шупашкар

Культура

Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери культура форумне хутшӑнакан пултаруллӑ ачасен списокне хатӗрленӗ.

Форум Мускаври ВДНХра ҫурла уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче иртӗ. Унта талантлӑ ачасемпе педагогсем тухса кайӗҫ.

Раҫҫейӗн кашни регионӗ хутшӑнакан форума пирӗн тӑрӑхран 12-17 ҫулсенчи 7 ача кайса курӗҫ. Республика делегацийӗн йышне Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнчи, Шупашкарти 1-мӗш ӳнер шкулӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи, Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи, Шупашкарти 2-мӗш гимназири, Культура колледжӗнчи вӗренекенсем кӗнӗ. Вӗсем музыка, хореографи, театр, ӳнер искусстви енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем пӗр каҫхине велосипедлӑ ҫынна асӑрханӑ. Пакунлисенчен пӗри ҫав этем унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ этем пулнине уйӑрса илнӗ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре пулнӑ.

Арҫынна полицейскисем ШӖМӗн вырӑнти пайне илсе кайнӑ. Сӗм ҫӗрле велосипедпа ярӑнаканӑн ҫумӗнче тимӗр касмалли хатӗр, пассатиж тата хуҫалӑх перчетки пулнӑ.

34 ҫулти арҫын хулари Винокуров урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринчи картлашка лапамӗ ҫине лартса хӑварнӑ, 8 пин тенкӗ тӑракан велосипеда вӑрласа тухнӑ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнчи киоскра спиртлӑ шӗвек сутнӑ. Кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗр арҫын утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче систернӗ.

Киоскра ӗҫлекен 42 ҫулти хӗрарӑм-сутуҫӑ лосьон тесе ҫырса хунӑ шӗвеке сутнӑ. Унта спирт виҫи 95 процент пулнӑ. Шӗвеке 100 миллилитр кӗрекен кӗленчепе ярӑнтарнӑ.

Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем унта спиртлӑ шӗвек сутнине ҫирӗплетсе панӑ. Тӗрӗслев материалӗсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ.

Алкоголь сутасси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.

 

Хулара
s13.ru сайтри сӑн
s13.ru сайтри сӑн

"Лиза Алерт" хастарӗсем пульницӑран тухса тарнӑ 2 ҫынна шыранӑ.

Утӑн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 79-ти пациент тухса тарнӑ. Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти пульницӑран 56 ҫулти арҫын тухса кайни пирки пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынна урамра пӗлӗшӗсемех асӑрханӑ та киле илсе кайнӑ. Вӑл тупӑнсан хастарсем Шупашкарти арҫынна ҫине тӑрсах шыранӑ. Ӑна таксист ӑнсӑртран асӑрханӑ та киле илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80152
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Иртнӗ талӑкра республикӑра икӗ пушар пулнӑ. Иккӗшӗ те - Ҫӗнӗ Шупашкарта.

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 18 сехетре Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Тӗтӗм тухнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫулӑм сӗтел-пукана тӗп тунӑ, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Кил хуҫи, 45 ҫулти арҫын, ҫунса вилнӗ. Вӑл пирусне сӳнтермесӗрех ҫывӑрма выртнӑ.

Ҫур сехетрен Интернационалист салтаксен урамӗнчи пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Унта та пирус тӗпне сӳнтерменнипе ҫулӑм тухнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӑй шар курман. Вырӑн ҫивитти ҫеҫ ҫуннӑ.

 

Хулара
spb.doctorbormental.ru сайтри сӑн
spb.doctorbormental.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти таксист патне саккас килнӗ: йӗрке хуралӗн ведомстви патне апат-ҫимӗҫ тата эрех-сӑра илсе килмелле-мӗн. Кунсӑр пуҫне ӑна телефон номерӗ ҫине 10 пин тенкӗ хума каланӑ. 23-ри таксист хушнине пурнӑҫланӑ.

Анчах каланӑ адреспа ҫитнӗ, ҫав телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ та - ӑна вара сӳнтернӗ. Учреждени ӗҫченӗсем вара унашкал нимӗнле саккас та туманнине каланӑ.

Ҫавнашкал саккасах 25-ри каччӑ йышӑннӑ, вӑл та ҫав телефон номерӗ ҫинех укҫа хунӑ.

Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре тепӗр ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 2 предметпа 200 балл пухнӑ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.

Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра ӑс пухакан Мария Пульхеровская. Мария биологипе тата химипе экзамен тытса иккӗшӗнпе те 100-шер балл пухнӑ.

Аса илтерер: ун пек тепӗр маттур хӗр – Екатерина Ейкова. Шупашкарти 2-мӗш лицейра ӑс пухнӑскер вырӑс чӗлхипе тата химипе 100-шер балл пухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫле, 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ.

Аса илтерер: ҫав кунах Атӑлта 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра шывра 16 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Республикӑра
transphoto.org сайтри сӑн
transphoto.org сайтри сӑн

Чӑваш Енӗн юн резерв фондӗнчен 80 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ку укҫапа Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем электроэнергишӗн пухӑннӑ парӑма татӗҫ.

76 млн та 400 пин тенки Шупашкара кайӗ, 3 млн та 500 пин тенки - Ҫӗнӗ Шупашкара. Сӑмах май, квартал пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электроэнергишӗн 73 млн та 400 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79940
 

Вӗренӳ
Анжела Романова
Анжела Романова

Историпе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзамӗнӗн петӗмлетӗвӗ паллӑ. Ку предметпа камсем 100 балл пухнине пӗлтернӗ.

Пӗтӗмпе икӗ ҫамрӑк чи нумай балл пухнӑ. Пӗри – Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулти Анжела Романова. Тепри – Шупашкарти 5-мӗш гимназинчен вӗренсе тухнӑ Елена Бобрикова.

Сӑмах май, унччен химипе тата вырӑс чӗлхипе 100 балл пухнӑ 11 яш-хӗр пирки хыпарланӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79827
 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 188
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 21

1963
61
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
17
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть